Савӑнӑҫ — Хурлану

 

4674Пурне те кулянса та пӗтерес ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4675Савӑн пур чух, йӳҫҫи ҫук чух теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4676Савӑнас ачан та хурланасси пур.Савӑнӑҫ — Хурлану
4677Савӑнасси кӑмӑл тӑрӑх, ыр курасси телей тӑрӑх.Савӑнӑҫ — Хурлану
4678Савӑнӑҫ — пӗр куна, хуйхӑ-суйхӑ — ӗмӗре.Савӑнӑҫ — Хурлану
4679Савӑнӑҫ хыҫҫӑн ӳкӗнӗҫ пулать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4680Савӑнӑҫа ҫичӗ ютра ан шыра.Савӑнӑҫ — Хурлану
4681Савӑнма та йышпа лайӑх, хурланма та йышпа лайӑх.Савӑнӑҫ — Хурлану
4682Савӑнса пурӑнма савни кирлӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4683Савӑнса юл ҫамрӑк ӗмӗр иртиччен теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4684Савӑнтарать аялти, килентерет ҫиелти.Савӑнӑҫ — Хурлану
4685Савӑнтарать Сарахви, хурлантарать Хурахви.Савӑнӑҫ — Хурлану
4686Сарӑ кайӑкӑн савӑнасси ҫаран ути ҫуличчен.Савӑнӑҫ — Хурлану
4687Ҫын ӗҫпе мар, хуйхӑпа туртӑнать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4688Ҫын усӑлли хуйӑх чухне палӑрать теҫҫӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4689Ҫын хуйхине ҫын пӗлмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4690Ҫынна ӗҫ типӗтмест, хуйхӑ типӗтет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4691Терентей тертленни Никантӑра ним те мар.Савӑнӑҫ — Хурлану
4692Терпӳрт арӗн хӑйӗн тертлӗхӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4693Терпӳрт ачи те тертленмесӗр ҫитӗнмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4694Терпӳрт ялӗ те тертсӗрех пулман.Савӑнӑҫ — Хурлану
4695Терт пулсан ӗмӗт ҫитет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4696Тертленмесӗр телей ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4697Тертленмесӗр термен ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4698Тертсӗр япалан техӗмӗ ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4699Тӗтре те сирӗлет, хуйхӑ та иксӗлет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4700Тимӗр тутӑхса пӗтет, чӗре хуйхӑрса пӗтет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4701Тунсӑх апачӗ яланах тутлӑ пулать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4702Тунсӑх витлет, хуйӑх пӗтерет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4703Тунсӑх сирме ҫичӗ ют.Савӑнӑҫ — Хурлану
4704Тунсӑх сирме тускай туп.Савӑнӑҫ — Хурлану
4705Тунсӑх тӗтре мар, ҫил вӗрнипе сирӗлмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4706Тунсӑх ура вӗҫӗнче тет, хуйӑх пуҫ вӗҫӗнче тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4707Тунсӑха курӑк яшки те пит паха.Савӑнӑҫ — Хурлану
4708Тунсӑха тумтирлӗ улма та тутлӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4709Тунсӑха турӑх та тутлӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4711Тунсӑха тус сирет, тус пулмасан ӗҫ сирет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4710Тунсӑха тус сирет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4712Тунсӑхланӑ ҫимӗҫ пылтан тутлӑ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4713Тунсӑхпа хуйӑх пӗртӑван тет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4714Туратсӑр йывӑҫ ӳсмест, хуйхӑсӑр пурнӑҫ пулмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4715Хаваслӑх ваттине те ҫамрӑклатать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4716Хаваслӑх пурлӑхран мала. !!ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (2), 959 с. 41г 17. Халь нушта курать, кайран ырӑ курать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4718Хӗн килнӗ вӑхӑтра йытти те хуҫи хутне кӗрет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4719Хӗн курмасӑр ӑс кӗмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4720Хӗн курмасӑр ырлӑх ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану
4724Хӗн-хур курса ҫамрӑкланаймӑн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4721Хӗнпе тупнӑ укҫан хакӗ пысӑк.Савӑнӑҫ — Хурлану
4722Хӗнсӗр ӗҫ пулмасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4723Хӗнсӗр пулӑ та тытма ҫук.Савӑнӑҫ — Хурлану